Елчӗк районӗнчи Атӑкҫырми ялӗнче пурӑнакансем маттурлӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Унта уйрӑмах Владимир Николаевич Еремеев хастар. Вӑл чӑннипех те ырӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Владимир Николаевич пуҫарнипе ялти пӗвене лайӑхлатма тытӑннӑ. Вӑл кунтах ҫуралса ӳснӗ. Халӗ ашшӗ-амӑшӗ патне хӑнана час-часах ҫӳрет. Хӑй Шупашкар районӗнче пурӑнать, «Атӑл» ял хуҫалӑхне ертсе пырать.
Ялти пӗве юлашки ҫулсенче шӑрӑхра типме тытӑннӑ. Халӗ ӑна 2 метр тарӑнӑш чаваҫҫӗ. Унта 1 экскаватор, 2 самосвал ӗҫлеҫҫӗ.
2014 вӗҫленнӗ май «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ «Сӑвӑпа чӗрем юрлать, чун чӑвашлӑхшӑн ҫунать» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Хаҫатра ӗҫлекенсем республикӑри ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех хастар пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем редакцие тупӑшнӑ евӗр ҫырусем вӗҫтернӗ. Кашниех сӑвӑсенче тӗрлӗ темӑна хускатма тӑрӑшнӑ. Чылайӑшӗн сӑвви хаҫатра пичетленме тивӗҫ пулнӑ. Ку — пысӑк хисеп.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ шкулта вӗренекен Юлия Адюкова тивӗҫнӗ. Вӑл 8-мӗш класра ӑс пухать.
Ытти ҫӗнтерӳҫе те палӑртмалла: Наташа Христофорова (Вӑрмар районӗ, Енккасси шкулӗ), Ольга Абросимова (Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑш), Аня Николаева (Куславкка районӗ, Кунер шкулӗ).
Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ял вулавӑшӗ «Слакпуҫӗнчи сӑвӑҫ» ятпа литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Светлана Михайлова библиотекарь вулавӑша пухӑннисем валли хатӗрленӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин классикӗ» электрон хӑтлавпа паллаштарнӑ.
Мероприятие хутшӑннисем паллӑ сӑвӑҫӑн пур енлӗ пултарулӑхӗпе туллин паллашнӑ. Литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланипе вӗҫленнӗ.
Мероприяти иртсе кайни Константин Иванов пирки вулавӑш маннине пӗлтермест. Унта халӗ «Константин Иванов — чӑваш литературин никӗслевҫи» курав-портрет ӗҫлет. Унта та поэтӑн тӗрлӗенлӗ пурнӑҫӗпе паллашма май пур.
Чӑваш Енре тӑлӑх ачасен шутне чакарас енӗпе программӑсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви лайӑх хыпар пӗлтерет — пӗлтӗр республикӑра ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 378 ачана шута илнӗ. Ку, 2013 ҫулпа танлаштарсан, сахалрах. Ун чухне 403 ача пулнӑ.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, тӑлӑх ачасен йышӗ Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар районӗсенче чакнӑ.
Республикӑра тӑлӑхсен шутне чакарас тесе программӑсем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ав Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсенче ятарлӑ программӑсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Комсомольски районӗнче те ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне Чӑвашри район-хуласенче тӗрлӗ акцисем, канашлусем, конкурссем йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫалхи хӗллехи каникулсем вӑрӑм. Пахчара ӗҫ ҫук, килте телевизор пӑхса канлӗ лар кӑна… Ҫук ҫав. Ҫынсем вӑхӑта усӑллӑ ирттермелли мелсем тупаҫҫӗ.
Сӑмах Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗ пирки-ха. Кунта пурӑнакан Леонид Петрович Кондратьев хӑйӗн килӗ умӗнче каток тунӑ. Ку кӑна мар. Уяв ячӗпе вӑл ҫемйинчи кашни ҫынна коньки парнеленӗ.
Леонид Петровичӑн ҫемйи пӗчӗк мар. Вӑл арӑмӗпе пӗрле виҫӗ ывӑла тата пӗр хӗре ура ҫине тӑратаҫҫӗ.
Кондратьевсем ял халӑхне Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн каток ҫинче ярӑнма чӗннӗ. Ара, кунта пурне те вырӑн ҫитет-ҫке-ха — лаптӑк пысӑк. Халӗ каток ҫинче ача-пӑча сасси куллен янӑрать.
Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче чылай мероприятии пулса иртрӗ.
Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулса ял халӑхне хӑйӗн концерчӗпе савӑнтарчӗ. Ушкӑнра юрӑҫсем Сергей Павлов, Алина Выйгетова, Аня Ефремова тата Николай Ключников юрланӑ юрӑсене халӑх хапӑлласа йышӑнчӗ. Аня Ефремовӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫак ялтанах — ялти халӑх юрӑҫсене чунтанах тав турӗ. Вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Альбина Емельянова хӑнана килнӗ артистсене пухӑннисен ячӗпе саламласа вӗсене пултарулӑхра малашне те ӑнӑҫусемпе телей сунчӗ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ҫак ушкӑн Курнавӑшри ял ӗҫченӗсене хӑйсен илемлӗ юррисемпе чуна тивтермелли концерт кӑтартрӗҫ. Ялхалӑхӗ артистсене чылайччен алӑ ҫупса тав турӗ, ку тӑрӑхри халӑха малашне те концертсемпе савӑнтарма чӗнсе каларӗ.
Курнавӑшри Культура ҫуртӗнче ҫулленех кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче «Сурхури» уявне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Ольга Шмелева ҫамрӑксем валли те, аслисем валли те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсене сурхури йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарнӑ.
Ялсенчи клубсем — культура вучахӗсем. Унта ҫынсем канма, юрӑ-ташӑпа киленме, юрлама ҫӳреҫҫӗ. Унта вӗсем пултарулӑхне те аталантараҫҫӗ. Анчах ял ҫыннисене, хуларисемпе танлаштарсан, йывӑртарах.
Ялти клубсенче хулари пек мар: услови сахалрах, кӗвӗ инструменчӗсем те нумай мар. Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара «Тайпи» фольклор ансамблӗ ӗҫлет. Купӑсҫӑ ҫеҫ профессионал. Ыттисем вара чунӗ ыйтнипе ҫеҫ ансамбле ҫӳреҫҫӗ.
Ансамбльти ҫынсем чӑвашсен йӑли-йӗркине, культурине хисеплеҫҫӗ. Вырӑнти артистсен халӗ чӑн-чӑн савӑнӑҫ. Вӗсене купӑс, параппан, рубель, шӑтӑрмак пур. Вӗсене пурне те ял ҫынни парнеленӗ. Вӑл — Владимир Аркадьевич Меметов.
Ансамбле ҫӳрекенсем куншӑн питӗ савӑннӑ. Ара, кун пек инструментсемпе репертуара та ҫӗнетме пулать-ҫке-ха.
Ача ҫуратмалли ҫуртсен ҫӗнӗ хатер-хӗтӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. Патӑрьелти тӗп пульницӑна хальхи йышши икӗ реанимаци тытӑмӗ тата фитотерапи ҫутаткӑҫӗ илсе килнӗ.
Аппаратсене тин ҫуралнӑ ачасем валли кӑларнӑ. Тин ҫут тӗнчене килнӗ пепкесене кислород кирлӗ. Вӗсен температурине виҫеҫҫӗ. Кювез — ачасене пӑхмалли инкубатор, «сарамакран» сипленмелли фитотерапи.
Патӑрьельти тӗп пульница 4 районти хӗрарӑмсене йышӑнать: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи ача кӗтекен хӗрарӑмсене те кунта илсе килеҫҫӗ. Кӑҫал кунта 546 ача кун ҫути курнӑ.
Медицина хатӗр-хӗтӗрӗн сертификатне тӗп тухтӑра Чӑваш энергосбыт компанийӗн ертӳҫи Константин Афанасьев панӑ. Пӗтӗмӗшле сумма — 450 пин тенкӗ.
Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов социаллӑ инфратытӑма тимлӗх уйӑракан предприятисем пурришӗн савӑннине пӗлтернӗ. Чӑваш энергосбыт компанийӗ Русгидро пуҫарнӑ «Энергипе ҫуралнӑскер» ыркӑмӑллӑх акцине иккӗмӗш хут хутшӑнать.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗн сайчӗ Ҫӗнӗ Эйпеҫ ҫыннисем туслӑ пурӑннине пӗлтерет. Вӗсем уявра савӑнма та, яла тирпей-илем кӗртме те пӗлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗ эйпеҫсем кивӗ, юхӑннӑ шкул кирпӗчӗсене сӳтсе ҫулсене сарнӑ. Халӗ унта урапасем лачакара кӗрсе лармаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере вӗсем ҫырма урлӑ каҫмашкӑн кӗпер ӑсталанӑ. Ку кӗпер ял хӗрринче вырнаҫнӑ. Ҫитес ҫул выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире хӑваласа тухма ҫӑмӑлрах пулӗ.
Пуҫлӑх мӗнле пулнинчен ӗҫ епле пурнӑҫланасси нумай килет. Ял старости Геннадий Туманов ӗҫе йӗркелеме пӗлет.
Елчӗк районӗнчи Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлỹ паракан тӗп шкулта уҫӑ уроксен кунӗ иртни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать.
Ачасем патӗнче филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, орфографи словарьне редакциленӗ Ю. Виноградов тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 4 томлӑ «Чӑваш энциклопедине» йӗркелеме хутшӑннӑ А. Долгова хӑнара пулнӑ.
«Вӗренекенсем несӗлсенчен юлнӑ тупрана курма, хаклама пӗлни вӗсем ҫырнӑ сӑвӑсенчен те, хӑйсен тӑрӑхӗсенче пухнӑ такмаксенчен те, туйпа ҫӗнӗ хӑта юррисенчен те, халапӗсенчен те лайӑх курӑнчӗ. Чӑваш халӑх юррисене кӑмӑлласа юрлани те хӗпӗртỹ туйӑмне вӑратрӗ», — тесе ӗнентерет хаҫат.
Ӗлӗк чӑвашсем пӗр-пӗрне тӗл пулсан сывлӑх суннине те тишкернӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулсан «Сывӑ-и?», «Сывлӑхӑр епле?», «Ӗҫсем епле пыраҫҫӗ?» — тенӗ. Ялсенче ватти-вӗтти палламан ҫынпа тӗл пулсан та: «Ӑҫта каян?», «Ӑҫта каятӑр?», «Ӑҫтан килетӗн?», «Ӑҫтан килетӗр?», «Мӗнле туятӑр хӑвӑра?», «Сывлӑхӑрсем епле?» — тесе саламланӑ. Вӗренекенсем хӑйсем те тренингсем ирттерсе вӗсем евӗр сывлӑх сунса пӑхнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
| Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |